

Пушкӑртстанра «Китап-байрам» Пӗтӗм тӗнчери IV кӗнеке ярмӑркки вӗҫленнӗ, вӑл виҫӗ куна тӑсӑлнӑ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров социаллă сетьсенчи хӑйӗн страницинчи постне пулӑма халалланӑ.
«Кӗнекесем вулӑр, телейлӗ пулӑр», — тесе ҫырнӑ регион ертӳҫи, кӗнеке уявӗ кам пулӑшнипе пулса иртнине пурне те тав тунӑ.
Вӗсен шутӗнче республика Пуҫлӑхӗ Раҫҫей регионӗсенчен тата ют ҫӗршывран килнӗ мӗнпур организаторпа хутшӑнакана, кӗнеке кӑларакансене, хисеплӗ хӑнасене тата, паллах, вулакансене —республикӑра пурӑнакансене тата ҫак кунсенче Уфана килнисене пурне те асӑннă.
«Китап-байрамӑн» тӗп тӗллевӗ улшӑнмасть — ачасемпе аслисене кӗнекесене юратнине пӗлтересси, — палӑртнă Радий Хабиров. — Шанатӑп, хальхинче те эпир ӑна ҫитме пултартӑмӑр. Пурне те ӑнӑҫу пултӑр! Совет площадӗнче тепре тӗл пуличчен!»
Сӑнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов | «Башинформ» ИА.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2026-05-31/glava-bashkirii-podvel-itogi-knizhnoy-yarmarki-kitap-bayram-4655834