Çутă çул
+13 °С
Облачно
Культура
5 Июня , 06:46

Çирĕклĕ клубӗнче Пушкин кунне паллӑ тунă

Раҫҫейри Пушкин кунӗ умӗн Çирĕклĕ ял клубӗнче «Пушкинӑн асамлӑ ҫӗршывӗнче» пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ.

Çирĕклĕ клубӗнче Пушкин кунне паллӑ тунăÇирĕклĕ клубӗнче Пушкин кунне паллӑ тунă
Çирĕклĕ клубӗнче Пушкин кунне паллӑ тунă


Раҫҫейри Пушкин кунӗ умӗн Çирĕклĕ ял клубӗнче «Пушкинӑн асамлӑ ҫӗршывӗнче» пӗлӳпе вӑйӑ программи иртнӗ.
Кашни ҫулах июнӗн 6-мӗшӗнче Раҫҫей аслӑ поэтӑн Александр Пушкинӑн ҫуралнӑ кунне халалласа Пушкин кунне паллӑ тӑвать. Мероприяти шайӗнче ҫамрӑк хӑнасем Александр Сергеевич юмахӗсен асамлӑ тӗнчине путнă, унта вӗсене юратнӑ хайлавсемпе ҫыхӑннӑ хаваслӑ конкурссем, тупмалли юмахсем, пултарулӑх заданийӗсем кӗтнĕ. Ачасем Пушкин юмахӗсенчи геройсемпе япаласем ҫинчен калакан тупмалли юмахсене кӑсӑкланса тавҫӑрса илнĕ, тематикӑллӑ куҫӑмлӑ вӑйӑсемпе эстафетӑсенче хӑйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне, тавҫӑрулӑхне, çивĕч ăсне кӑтартнă. Ку «Невод», «Тӗл лектер», «Вӑрӑмтуна пулса тӑни», «Пачах урӑхла сикни» вăйăсем. А.С. Пушкин хайлавӗсен иллюстрацийӗсене тӗпе хурса хайланӑ пазлсене пуҫтарнӑ.
Программа хаваслӑ та пӗлӳ атмосферинче иртнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕри клубăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/event135580128

 

 

Çирĕклĕ клубӗнче Пушкин кунне паллӑ тунă
Çирĕклĕ клубӗнче Пушкин кунне паллӑ тунă
Çирĕклĕ клубӗнче Пушкин кунне паллӑ тунă
Çирĕклĕ клубӗнче Пушкин кунне паллӑ тунă
Çирĕклĕ клубӗнче Пушкин кунне паллӑ тунă
Çирĕклĕ клубӗнче Пушкин кунне паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас