

Кашни ҫулах июнӗн 6-мӗшӗнче Вырӑс чӗлхи кунне — Раҫҫейри Пушкин кунне — паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун аслӑ поэт — Александр Сергеевич Пушкин ҫуралнӑ, ӑна «вырӑс литература чӗлхин никӗслевҫи» теҫҫӗ.
Ҫавӑнпа та, Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул ҫумӗнчи лагерӗнче юмах чӗрӗлнӗ. Ҫак кун Юмахсен кунне паллӑ тунă, ачасем тӗлӗнтермӗшсемпе мыскарасен асамлӑ тӗнчине путнă!
Ҫак кун асамлӑхпа, фантазипе вӑйӑсемпе, юратнӑ юмахри геройсемпе тӗл пулусемпе тулнӑ.
Малалла ачасем хӑйсен актер пултарулӑхне кӑтартнă, паллӑ юмахсене ҫӗнӗ майлӑ лартнă. Кулни те, хавасланни те нумай пулнă.
Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул лагерӗнчи Юмахсен кунӗасамлӑхпа ырӑлӑх атмосферинче иртнӗ!
Ҫак кун ачасене нумай ырӑ туйӑм парнеленӗ, ҫӗнӗ пултарулӑх ҫитӗнӗвӗсем тума хавхалантарнӑ тесе шанатпӑр.
Юмах пирӗн кашнинче пурӑнать!
#Росдетцентр
#НавигаторыДетства
#ДвижениеПервых
#СилаЯзыка
#НавигаторыДетстваРБ
#ЛетнийЛагерь
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public210652587