Çутă çул
+16 °С
Ясно
Культура
9 Июня , 07:16

Шкул ачисем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнă

Демскинчи вăтам шкулăн вӗренекенӗсем тата «9 рота» шырав отрячӗн ертӳҫи Чернов Владимир Анатольевич тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев тунă – вӗсем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнă.

Шкул ачисем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнăШкул ачисем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнă
Шкул ачисем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнă

Ачасене культура пуҫламӑшне ачаранах хӑнӑхтармалла. Час-часах эпир хамӑр тымарсем ҫинчен манатпӑр, йӑласене, йӑла-йӗркене, халӑх уявӗсене пӗлместпӗр.

Демскинчи вăтам шкулăн вӗренекенӗсем тата «9 рота» шырав отрячӗн ертӳҫи Чернов Владимир Анатольевич тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев тунă – вӗсем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнă.

Экскурси вӑхӑтӗнче ачасем йӑла-йӗрке япалисемпе паллашнă. Тӑмран тунӑ савӑт-сапана хаваспах пӑхса тухнă, ӗлӗк пирӗн мӑн асаттесем мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа панине итленĕ.

Кĕнчеле, турчăка, кӗвенте, ухват йышши тахҫанах усӑ курман сӑмахсен пӗлтерӗшне ачасене сӑмахпа ӑнлантарса пама май ҫук. Вӑйӑ вӑхӑтӗнче хӑйсен куҫӗсемпе курса, вылянă май ҫеҫ ҫак япаласем паллакан пулаççĕ.

Авалхи утюга курсан, мӗн чухлӗ хавхаланса та тӗлӗнсе пӑхнă ачасем! Кӑмрӑк ҫинче ӑшӑнакан ҫак утюг йывӑрӑшӗнчен тӗлӗннĕ.

Мӗнле пӳрт вара кӗнчелесĕр? Ӗлӗк-авал кашни пӳртре кӗнчеле пулнӑ-ҫке, кайран ӑшӑ япаласем — нуски, алсиш — ҫыхас тесе вӗсемпе ҫип арланӑ.

Музейра килен-каяна кӑсӑклантаракан интереслӗ япаласем питӗ нумай.

Экскурси ачасене питӗ килӗшнӗ.

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекри «Асанне арчи» наци культура центрăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/public183911692

 

Шкул ачисем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнă
Шкул ачисем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнă
Шкул ачисем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнă
Шкул ачисем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнă
Шкул ачисем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнă
Шкул ачисем Ситекри «Асанне арчи» ял музейӗнче пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас