

Тӗлӗнмелле хӗрарӑмпа — Юлия Кирилловна Дмитриевапа — тӗл пулма телей пÿрчӗ пирӗн. Унӑн килӗнче историн чӑн-чӑн татӑкӗ пурӑнать: авалхи арча, вӑл халӗ те хӑйӗн кил хуҫи арӑмне пулăшать.
1965 çулхи июнĕн 13-мĕшенче Юлия Кирилловна Александр Дмитриева качча тухнӑ. Туй тӗлне унӑн хреснашшӗ уйрӑм арча ӑсталанӑ — унта хĕр парнисем, каччӑн тӑванӗсем валли парнесем упраннӑ. Юлия Кирилловна каланӑ тӑрӑх, туй хаваслӑ та интереслӗ иртнӗ — ҫак кун ҫинчен аса илни чӗрине халӗ те ӑшӑтать.
Юльăпа Александр Дмитриевсен ҫемйи пысӑк та туслӑ ӳснӗ: пилĕк ача, 12 мӑнук, мӑнукĕсен çичĕ ачи.
Анчах арча туй ҫинчен аса илнине ҫеҫ упрамасть. Юлия Кирилловна — чӑваш фольклорӗн управҫи. Пирӗн тӗлпулу вӑхӑтӗнче эпир ӑруран ӑрӑва куҫакан авалхи туй юррисене, йӑла-йӗркесене пӗрле аса илтӗмӗр.
Паян арчара авалхи тӗрленӗ алшӑллисем тата иртнипе хальхи вӑхӑта ҫыхӑнтаракан чӗрешӗн хаклӑ ытти япаласем тирпейлӗ упранаҫҫӗ.
Ку арча — сӗтел-пукан япалинчен те хаклăрах. Вӑл вӑхӑт машини пекех: иртнӗ кунсен алӑкне уҫать, тымарсене, пире вӑйлӑрах тӑвакан юратупа йӑла-йӗркене аса илтерет.
Сирӗн вара интереслӗ историллӗ ҫемье реликвийӗ пур-и? Атьӑр пӗрле хамӑр йӑла-йӗркене асра тытар!
#Фестиваль #Бижбуляк #Башкортостан #ПятьСвадебБижбуляка #Фондкультурныхинициатив #Традиции #Грантдлякреативныхкоманд #КультураРБ #ГрантПФКИ
#КошЕлгинскийСДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public11606819