Çутă çул
+18 °С
Облачно
Культура
17 Июня , 07:20

Пишпӳлекре Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунă

Пӗтӗм тӗнчери ҫыхмалли куна уявлама хутшӑнакансем халӑх умӗнче хӑйне евӗрлӗ арт-объект ӑсталанă – «Космос хурӑнĕ» тавра ҫыхнă.

Пишпӳлекре Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунăПишпӳлекре Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунă
Пишпӳлекре Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунă

Пишпӳлек районӗнче Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунă. Ал ӗҫӗн ҫак тӗсне сарас тӗллевлӗ мероприяти историпе этнографи музейӗн площадкинче иртнӗ. Кунта шкулсенче вӗренекенсем, ҫуллахи канури ачасем, ҫавӑн пекех районти хастар ҫынсем пухӑннă. Вӗсем валли ҫиппе тата ҫекӗлпе ҫыхмалли ӑсталӑх класӗсем, ӑстасен куравӗсем, вӑйӑсемпе конкурссем йӗркеленӗ. Тата кашни ҫын хӑйне евӗрлӗ арт-объект тума хутшӑнма пултарнӑ. Мероприяти хӑнисем умӗнче тухса калаҫнӑ культура, ҫамрӑксен политики, спорт тата общество пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пай пуҫлӑхĕ Елена Арефьева ҫак уяв кунӗ чылай ачана район историйӗпе кӑсӑклантарма май парасса, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри чӑннипех те ал ӗҫӗпе кӑсӑкланасса шаннине пӗлтернӗ.

Пӗтӗм тӗнчери ҫыхмалли куна уявлама хутшӑнакансем халӑх умӗнче хӑйне евӗрлӗ арт-объект ӑсталанă – «Космос хурӑнĕ» тавра ҫыхнă.

Пишпӳлекри историпе таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Эльвира Тикшаева каласа парать: «Уява йӗркелес тӗлӗшпе ĕҫленӗ май музея килекенсене тата проектсене хастар хутшӑнакансене пирӗн хурӑна ҫыхсан питӗ интереслӗ пулӗ терӗмӗр. Ку шухӑш вара тӳрех ҫуралчӗ темелле, кӑҫал эпир Юрий Гагарин космоса вӗҫнӗренпе 65 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр-ҫке, Андриян Николаев летчик-космонавт лартнӑ хурӑн хӑй тахҫанах пирӗн паллӑ вырӑн пулса тӑчӗ. Май килнипе усӑ курса пурне те музее чӗнетӗп! Умра пире илӗртӳллӗ ҫӗнӗ проектсем кӗтеҫҫӗ».

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Пишпӳлекре Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунă
Пишпӳлекре Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунă
Пишпӳлекре Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунă
Пишпӳлекре Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунă
Пишпӳлекре Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунă
Пишпӳлекре Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунă
Пишпӳлекре Пӗтӗм тӗнчери халӑх умӗнче ҫыхмалли куна паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас