

Нумай пулмасть эпир шкул музейне чӑваш халӑхӗн туй йӑлисемпе ҫыхӑннӑ раритетлӑ япаласем шыраса кайрӑмӑр. Ӑнӑҫу пирĕн енче пулчĕ!
Светлана Германовна Иванова пире кивӗ сӑн ӳкерчӗксемлӗ альбом кӑтартрӗ — вӗсен хушшинче иртнӗ ҫулсенчи туйсен ӳкерчӗкӗсем те пулчӗҫ. 1908 ҫулта ҫуралнӑ Татьяна Ивановна Петрован (хӗр чухне Моисеева) туй кӗпи чӑн-чӑн хаклӑ япала пулчӗ. 1932 ҫулта вӑл Андрей Семенович Петрова качча тухнӑ. Фабрика пирӗнчен ҫӗленӗ кӗпе. Кӗпене хӗр виҫипе алӑпа ҫӗленӗ. Кӑкӑрӗ ҫине чӑваш тӗррисем тӗрленӗ, кӗпе арки ҫине тултарнӑ чӑваш эрешӗн йӗрӗсене куратпӑр.
Кӗпе хуҫи арӑмӗн пурнӑҫӗпе шӑпи ҫинчен тӗплӗн эпир унӑн мӑнукӗнчен — халӗ асламӑшӗн килӗнче пурӑнакан Анжелика Анатольевна Павловаран — ыйтрӑмӑр. Акӑ мӗн каласа пачӗ вӑл:
Татьяна Ивановнан мӑшӑрӗпе икӗ ывӑлпа хӗр ҫуралнӑ.
1942 ҫулта унӑн упӑшки Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ — хӗрарӑмӑн ачисене пӗччен ҫӗклеме тивнӗ.
Шӑпа хаяр пулнă: 19 ҫулти хӗрӗпе 10 ҫулти ывӑлӗ пӗрин хыҫҫӑн тепри пурнӑҫран уйрӑлнă.
Чӗрӗ юлнӑ пӗртен-пӗр ывӑлӗ — Анатолий — Пишпӳлек районӗн хисеплӗ гражданинӗ пулса вӑрӑм та телейлӗ пурнӑҫ пурӑнса ирттернӗ. Унӑн мӑшӑрӗпе Валентинӑпа виҫӗ хӗрпе ывӑл ҫуралнӑ. Паян мӑнукӗсем пурте хӑйсен ҫемйисемпе пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, ачисене ӳстереҫҫӗ.
Татьяна Ивановна ҫывӑх çыннисен ăсĕнче тӗлӗнмелле ӗҫченлӗхӗпе, тасалӑхӗпе асра юлнă — ҫак пахалӑхсене вӑл ывӑлӗпе мӑнукӗсене те вӗрентнӗ. Вӑл вӑхӑтшӑн тепӗр сайра тӗл пулакан япала — вӑл хутла пӗлекенскер пулнӑ: чиркӳ прихут шкулӗн тӑватӑ класне пӗтернӗ.
Пӗр кӗпе — ун хыҫҫӑн ӗмӗр тӑршшĕ: юрату, мӑшӑрлану, вӑрҫӑ, ҫухатусем, ҫирӗплӗх, йӑха тӑсни…
Япаласем чӑнах та астӑвӑма упраҫҫӗ. Вӗсем пире мӑн асаттесемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ, тӑванӑмӑрсем мӗн витӗр тухнине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ, истори вӑл кунсемпе пулӑмсем кӑна мар, ҫынсен кун-ҫулӗ пулнине аса илтереҫҫӗ.
Сирӗн вара ҫемьери раритетсем пур-и? Тен, авалхи эреш, сӑн ӳкерчӗк, тӗрленӗ алшӑлли е сирӗн ҫемье историне упракан ытти япала? Атьӑр пӗрле упрар, ӑс-тӑна ҫитес ӑрусене парар.
#Фестиваль #Бижбуляк #Башкортостан #ПятьСвадебБижбуляка #Фондкультурныхинициатив #Традиции #Грантдлякреативныхкоманд #КультураРБ #ГрантПФКИ
#КошЕлгинскийСДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/public116068194