

— Пушкӑртстанри театр пӗрлӗхне тата республикӑра пурӑнакансене пурне те пирӗн культурӑн черетлӗ триумфӗпе саламлатӑп! — ҫырнӑ Радий Хабиров хăйĕн социаллă сечĕсенче.
— Иртнӗ сезон пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх харӑсах пирӗн икӗ спектакль «Ылтӑн маскӑсем» — ҫӗршывӑн аслӑ театр премине — ҫӗнсе илнĕ:
Уфари «Нур» патшалӑх тутар театрӗн «Гора» спектаклĕ «Драма театрӗ. Пысӑк форма» номинацире награда илнӗ.
Михаил Булгаковӑн «Записки юного врача» калавсен ярӑмӗпе Пушкӑрт патшалӑх пукане театрӗн «Тьма египетская» постановки «Пукане театрӗ» номинацире «Ылтӑн маскӑна» тивӗҫнӗ.
Ҫавӑн пекех премин лонг-листне Мажит Гафури ячӗллӗ Пушкӑрт патшалӑх драма театрӗн «Не успела сказать люблю» спектаклӗ кӗнӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировăн страници.