

«Пишпӳлекӗн пилӗк туйӗ» этнокультура проекчӗпе килӗшӳллӗн чӑваш туйӗн кӑсӑк йӑли-йӗркине пӗлес тесе Ситекпуçĕнчи чи ватӑ çынсенчен пӗрин патне ҫитсе курнӑ.
Раиса Васильевна Никифорова 87 ҫулта, анчах унӑн хӑйне евӗрлӗ астӑвӑм пур — питӗ инҫетри ҫулсенчи пулӑмсене тӗп-тӗрӗс каласа пама пултарать.
Ӑна 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫураҫнӑ. Хӗр каччӑн килне кӗрсен кӑмака ҫумне алшӑлли ҫакмалла пулнă, ӑна хӑй тӗрленӗ, ӑна «кил парни» тенӗ.
Туй 1960 ҫулхи ҫӗртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнӗ. Вăл темиҫе кун пынă, кашни енчен 12-шер кил ҫӗнӗ çынсемпе хӑнасене хӑналанӑ. Ватăсем умĕнче чӗркуҫленсе ларнӑ çамрӑк мӑшӑра ватӑсем ырӑ сывлӑх, нумай ача-пӑча, ҫемье ырлӑхӗ сунса пилленӗ.
«ТУЙ ЙӐЛИ»
Интереслӗ йӑлана Раиса Васильевна каласа панă. Туй вӗҫленсе ҫитсен хӑнасем пурте урама тухмалла пулнă. Ҫамрӑк мӑшӑр вӗсене ӑсатнӑ. Ҫӗр ҫине кӗҫҫе сарнӑ та ҫамрӑксем ун ҫинче ташланӑ, хӑнасем укҫа ывӑтнӑ.
«ТУЙ ТУМӖ ПИРКИ»
Хӗрӗн кӗпипе саппунӗ питӗ ансат, ахаль ҫитсӑ материалтан пулнă. Кӗпине Минкеç аппа ҫӗленӗ. Ун чухне туй кӗпине упрамалла пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫак тумпа пытармалла пулнă (кĕлетке тытăмĕ улшӑнмасан). Туйра тӗрленӗ алшӑллисене хӗр упӑшкин тӑванӗсене парнеленӗ. Рая кинемейӗн туй валли тӗрленӗ икӗ алшӑлли упранса юлнӑ.
Проект Президентӑн культура пуҫарӑвӗсен фончӗ пулӑшнипе пурнӑҫланать.
#Фестиваль
#Бижбуляк
#Башкортостан
#ПятьСвадебБижбуляка
#Фондкультурныхинициатив
#Традиции
#Грантдлякреативныхкоманд
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sedyakbashsdk2023