

Паркра кӗнеке уҫсан, страницӑсем чӑштӑртатни сасартӑк кайӑксем юрланипе пӗрлешсен ҫак туйӑма пӗлетӗр-и? Шӑпах ҫакӑн пек асамлӑх пулса иртнӗ пирӗн библиопикникре!
Эпир пледа тӳрех курӑк ҫине сарса хутӑмӑр.
Сывлӑша ҫулнӑ курӑк, типографин уҫӑ сӑрри тата ҫу шӑрши тулнă. Никам та ниҫта та васкамасть. Вӑхӑт вӑрахланнӑ пек пулчӗ, авторсем пире каласа паракан историсене ҫеҫ хӑварса.
Теллей вӑл — ак ҫакӑн пек. Ахаль, хут, ҫулла шӑршиллĕ. Унпа паллаштарма та тепӗр чухне юнашар илемлӗ тенкел лартни те ҫителӗклӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри тĕп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.