

Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗ пӗлтерӗшлӗ хӑнасене йышӑннӑ: Пишпÿлек районӗ муниципаллӑ район Совечӗн секретарьне В.В. Булатова тата Пушкӑртстан Республикин Общество палатин лекторне О.А. Кудринана.
Килсе курнă вӑхӑтра хӑнасем пирӗн тӑрӑхри пуян историпе хӑйне евӗрлӗ культурӑна кӑтартакан музей экспозицийӗсемпе паллашнă. Районта пурӑнакан халӑхсен йӑли-йӗрки ҫинчен каласа паракан этнографи коллекцийӗсемпе материалсене уйрӑм тимлӗх уйӑрнă.
Ҫакӑн пек тӗлпулусем истори еткерлӗхне упраса хӑварнин тата таврапӗлӳ ӗҫне сарнин пӗлтерӗшне палӑртаҫҫӗ.
#Бижбуляк #Музей #Краеведение #История #Этнография
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек музей пӗрлешӗвӗн (6+) социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/maukbmo