Çутă çул
+23 °С
Ҫумӑр
Культура
17 Июлӗн , 06:11

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Уфари Ленин ячӗллӗ парка инспекци ирттернӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Ленин ячӗллӗ парка планламан инспекци тунӑ, халӗ унта тирпей-илем кӗртес ӗҫсем хастар пыраҫҫӗ.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Уфари Ленин ячӗллӗ парка инспекци ирттернӗПушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Уфари Ленин ячӗллӗ парка инспекци ирттернӗ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Уфари Ленин ячӗллӗ парка инспекци ирттернӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Ленин ячӗллӗ парка планламан инспекци тунӑ, халӗ унта тирпей-илем кӗртес ӗҫсем хастар пыраҫҫӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче регион ертӳҫи Заки Валиди урамӗ урлӑ ҫӗр айӗнчен каҫас умӗн истори аркине ҫӗнӗрен йӗркелени пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнă. Социаллă сетьсенче вӑл аркӑна ҫут ҫанталӑк чулӗнчен тӑвассине, ку, ун шучӗпе, ҫӗнетнӗ парка самай илемлетессине палӑртнӑ.
— Кунта историпе культура объекчӗсене пурне те упратпӑр, анчах вӗсене кӑштах уҫса паратпӑр. Сӑмахран, СССР халӑх артисчӗн Арслан Мубаряковӑн палӑкӗ пек, — каласа кӑтартнă Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ. — Ӑна йывӑҫсем хушшинчи чӑтлӑхра ҫухатнӑ, халӗ эпир ӑна уҫрӑмӑр та илемлӗ вырӑн пулса тӑчӗ.
Республика Пуҫлӑхӗ пур симӗс йывӑҫсене те май килнӗ таран упраса хӑварассине шантарса хальхи симӗс йывӑҫсене упрасси ҫине тимлӗх уйӑрнӑ. Унтан та ытларах, паркри симӗс вырӑнсен шучӗ самай нумайланĕ.
Хальлӗхе ултӑ тӗрлӗ ҫутӑ вырнаҫтарма тытӑннӑ ӗнтӗ. Малашне парк нумай спорт тата ача-пӑча площадкисемпе, ҫавӑн пекех амфитеатрпа пуянланӗ. Хӑрушсӑрлӑхӑн комплекслӑ тытӑмне йӗркелесси ҫине уйрӑм тимлӗх уйӑрӗҫ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн социаллă сетьсем (видео скриншочӗ).

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-07-17/glava-bashkirii-provel-inspektsiyu-hoda-blagoustroystva-parka-imeni-lenina-v-ufe-4754370

 

 

 

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Уфари Ленин ячӗллӗ парка инспекци ирттернӗ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Уфари Ленин ячӗллӗ парка инспекци ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас