Çутă çул
+20 °С
Ясно
Культура
23 Июля , 09:10

«Ромашка кунӗ» - ҫемьепе пултарулӑх уявӗ!

Пишпÿлекри тӗп библиотекăра «Ромашка кунӗ» уяв ирттернĕ.

«Ромашка кунӗ» - ҫемьепе пултарулӑх уявӗ!«Ромашка кунӗ» - ҫемьепе пултарулӑх уявӗ!
«Ромашка кунӗ» - ҫемьепе пултарулӑх уявӗ!

Ҫулла — ӑшӑ, чӗререн кулнин, чи ҫутӑ уявсен вӑхӑчӗ. Пишпÿлекри тӗп библиотекăра «Ромашка кунӗ» уяв ирттернĕ.
Уявӑн тӗп символӗн — ромашкӑн — историпе паллаштарнă. Ҫемьери ҫирӗп ҫыхӑнусемпе килӗшӳлӗх хаклӑхӗ пирки калаҫнă.
Хутшăнакансем хӑйсен аллипе хӑйне евӗрлӗ чечек ҫыххисем тунă, вӗсем сирӗн тӑванӑрсемпе ҫывӑх ҫыннӑрсемшӗн тӗлӗнмелле паллӑ пулса тӑччăр. Пурте ромашка ҫинче шӳтлӗ юмӑҫ пăхнă. Пысӑк хутран тунă ромашкăн ҫеҫкисем ҫӑмӑллӑн татӑлнă е ҫаврӑнса ӳкнĕ. Кашни ҫеҫкен тепӗр енче «предсказани» тексчĕ ҫырнӑ:
«Юратать» - библиотекарь сана черетсӗр кӗнеке, формуляра ҫырса парӗ.
«Юратмасть» — литературӑпа панӑ хулӑн классикӑна вулама тивӗ.
«Чӗре ҫумне пӑчӑртать» — кивӗ кӗнеке страницисем хушшинче такамӑн манӑҫа юлнă телейлӗ билетне е закладкине тупӑн.
«Чуптӑвать» - вулакан дневникӗшӗн пиллӗк илетӗн.
«Пурнӑҫланӗ» — абонемента тинех «Госуслуга» урлӑ тӑсма ирӗк парӗҫ.
«Кӗтет сана инҫе ҫул» — ялăн тепӗр вӗҫӗнчи вулав залне сайра кӑларӑм илме кайăн.
Ҫакӑн пек формат вулакансен тӗрлӗ ӑрӑвне пӗрлештерме, ҫемье хаклӑхӗсен пӗлтерӗшне аса илтерме тата библиотекӑна кӗнекесен управӗ пек кӑна мар, районти культура пурнӑҫӗн центрӗ пек кӑтартма май панă.

Сăнукерчĕкесем: Пишпÿлекри тӗп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/biblbib

 

 

«Ромашка кунӗ» - ҫемьепе пултарулӑх уявӗ!
«Ромашка кунӗ» - ҫемьепе пултарулӑх уявӗ!
«Ромашка кунӗ» - ҫемьепе пултарулӑх уявӗ!
«Ромашка кунӗ» - ҫемьепе пултарулӑх уявӗ!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас