Çутă çул
+24 °С
Облачно
Культура
12 Августа , 09:50

Пишпÿлекри музейре экскурси ирттернӗ

Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗнче Ача-пӑча центрӗн воспитанникӗсемпе «Авалхи кладсен вӑрттӑнлӑхӗсем: археологсен калавӗсем» кӑсӑк экскурси иртнӗ.

Пишпÿлекри музейре экскурси ирттернӗПишпÿлекри музейре экскурси ирттернӗ
Пишпÿлекри музейре экскурси ирттернӗ

 

Пишпÿлекри историпе этнографи музейӗнче Ача-пӑча центрӗн воспитанникӗсемпе «Авалхи кладсен вӑрттӑнлӑхӗсем: археологсен калавӗсем» кӑсӑк экскурси иртнӗ, вӑл ачасемшӗн чӑн-чӑн мыскара пулса тӑнă. Малтанхи минутсенчех ачасем уй-хир тӗпчевӗсен атмосферине путнă: археологсем мӗнле интереслӗ уçусем туни ҫинчен пӗлнĕ, вырӑс «Атлантиди» — Китеж-хули тата Емельян Пугачевӑн Пушкӑртстан территорийӗнчи пӗр ҫӗр хӑвӑлӗнче пытарнӑ вӑрттӑн мулӗ ҫинчен калакан мифсемпе паллашнă.

Малалла вара чи интересли пуҫланнă. Ачасем чӑн-чӑн археологсем пулса тӑнă: артефактсене тирпейлӗн «чавма» вӗреннĕ, музей фончӗсенчи авалхи япаласене пӑхса тухнă, вӑл е ку япаласемпе нумай ҫул каялла мӗн тума усӑ курнине те чухлама пикеннĕ.

Хастарлӑхшӑн, тимлӗ пулнӑшӑн тата питӗ лайӑх ӗҫленӗшӗн пур ачана та тав! Сире каллех кӗтетпӗр —умра тата ҫавӑн чухлӗ вӑрттӑнлӑх, уçусем.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрăн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/public144264663

 

 

Пишпÿлекри музейре экскурси ирттернӗ
Пишпÿлекри музейре экскурси ирттернӗ
Пишпÿлекри музейре экскурси ирттернӗ
Пишпÿлекри музейре экскурси ирттернӗ
Пишпÿлекри музейре экскурси ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас