

Республика Пуҫлӑхӗ социаллă сетьсенчи хӑйӗн ҫырӑнаканӗсене чӗнсе каланӑ. Хӑйӗн постне вӑл Актер çурчӗн фасадӗнчи виҫӗ вариантран пӗрне суйлакан видеоролик хушнӑ.
«Кӗҫӗр ӗҫре кӑмӑллӑ ӗҫпе аппаланатӑп. Сирӗнпе те канашлас килет», — палӑртнă Радий Хабиров.
Вӑл Уфари Пушкин урамӗнчи Бэдэр Юсупова ячӗллӗ Актер çурчӗн ҫуртне йӗркене кӗртме — шалтан та, тултан та юсама калаҫса татӑлнине аса илтернӗ. Ҫав шутра пулас постановкӑсем валли лайӑх театр залӗ хатӗрлеме палӑртнӑ.
«Кӑҫал проект тӑвӑпӑр, ҫитес ҫул унта ӗҫсемпе кӗрӗпӗр ӗнтӗ. Халӗ вара сӳтсе явма сӗнетӗп. Комментарисенче хӑш вариант ытларах килӗшнине ҫырӑр. Мана — иккӗмӗшĕ», — пайланнă регион ертӳҫи.
Сăнÿкерчĕкĕ: Видео скриншочĕ| Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн посчĕ.