Çутă çул
+14 °С
Облачно
Культура
1 Сентября , 07:37

Ача-пӑча библиотеки Пĕлÿ кунĕ тĕлне кӗнеке куравӗ йĕркеленĕ

Пӗлӳ кунӗ тӗлне районти ача-пӑча библиотекинче «Пӗлӳ тӗнчине кӗнеке уҫать!» кӗнеке куравӗнче шкул программине алла илме пулӑшакан литература пур.

Ача-пӑча библиотеки Пĕлÿ кунĕ тĕлне кӗнеке куравӗ йĕркеленĕАча-пӑча библиотеки Пĕлÿ кунĕ тĕлне кӗнеке куравӗ йĕркеленĕ
Ача-пӑча библиотеки Пĕлÿ кунĕ тĕлне кӗнеке куравӗ йĕркеленĕ

Сентябрӗн 1-мӗшӗ — Пӗлӳ кунӗ! Ҫулталӑкра ҫакӑн пек дата пурри мӗн тери аван. Шкул урати урлӑ пӗрремӗш хут каҫакансемшӗн кӗтнӗ кун, вӗренекенсемпе студентсемшӗн, вӗрентекенсемпе преподавательсемшӗн вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ уяв. Ҫӗнӗ уçусен, пӗлӳ, шкул тата студентсен хаваслӑ тапхӑрӗн вӑхӑчӗ пуҫланать-ҫке.

Пӗлӳ кунӗ тӗлне районти ача-пӑча библиотекинче «Пӗлӳ тӗнчине кӗнеке уҫать!» кӗнеке куравӗнче шкул программине алла илме пулӑшакан литература пур. Тӗрлӗ пӗлӳ облаҫӗсенчи энциклопедисене кӑтартнӑ, ҫутӑ, илемлӗ иллюстрациллӗ. Вӗсем шкул программине алла илме пулӑшӗҫ, вӗрентӳ процесне кичем мар та интереслӗ тӑвӗҫ. Ҫавӑн пекех сӑвӑ пуххисемпе, калавсемпе, повеҫсемпе, шкулпа шкул пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ хаваслӑ историсемпе, кӗҫӗн шкул ачисем валли кӑларнӑ кӑларӑмсемпе, хрестоматисемпе тата класс тулашӗнчи вулав кӗнекисемпе паллашма пулать. Курав кӗнекисем ҫамрӑк кӗнеке юратакансене тавракурӑма анлӑлатма, шкул ӑслӑлӑхӗсене илӗртӳллӗ, интереслӗ ӑнланса илме пулӑшӗҫ.

#ДеньЗнаний
#СновавШколу
#Праздник

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри ача-пăча библиотекин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.ru/club84987221

 

 

 

Ача-пӑча библиотеки Пĕлÿ кунĕ тĕлне кӗнеке куравӗ йĕркеленĕ
Ача-пӑча библиотеки Пĕлÿ кунĕ тĕлне кӗнеке куравӗ йĕркеленĕ
Ача-пӑча библиотеки Пĕлÿ кунĕ тĕлне кӗнеке куравӗ йĕркеленĕ
Ача-пӑча библиотеки Пĕлÿ кунĕ тĕлне кӗнеке куравӗ йĕркеленĕ
Ача-пӑча библиотеки Пĕлÿ кунĕ тĕлне кӗнеке куравӗ йĕркеленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас