

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. «Талант алӑкӗсене уҫатпӑр» уҫӑ алӑксен кунӗнче Культура çурчӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе, илемлӗ пултарулӑх коллективӗсен ӗҫӗпе паллаштарнă, клуб йӗркеленӗвӗсен ӗҫӗ пирки каласа панă.
Вокал, фольклор, театр коллективӗнче мӗн кӗтет, ял клубӗнче тата занятисенче мӗнле тӗрӗс тытмаллине калаçнă. Музыка инструменчӗсемпе, фольклор пултарулӑхӗн элеменчӗсемпе паллаштарнă, коллективсен ертӳҫипе калаҫма, пултарулӑхпа аппаланма пултарулӑх кружокӗсене, клуб йӗркеленӗвӗсене ҫырӑнма май пулнă. «Музыкӑра хӑвна пӗл» музыка викторинине хастар вылянă.
#Деньокрытыхдверей
#КистенлиБогдановскийСДК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.