

— 100 ытла сӑнара Башдрама сцени ҫинче Илсияр Ибрагимовна Газетдинова калӑпланӑ. Ҫак чаплӑ хӗрарӑм ҫинчен #ЖЗЛ_Башкортостан рубрикӑра каласа парӑп, — ҫырнӑ Радий Хабиров социаллă сетьсенче.
Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Пушкӑртстанпа Тутарстан халӑх артистки Илсияр Газетдинова Дюртюли районӗнчи Исмаилово ялӗнче ҫуралнӑ. Уфари ӳнер училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн унӑн пултарулӑх çулӗ 1972 ҫулта пуҫланнӑ. Кӑҫал аслӑ актрисӑн икӗ хут уяв. Илсияр Ибрагимовна хӑйӗн 75 ҫулхи илемлӗ юбилейне кӗтсе илнӗ, тата ылтӑн туйне паллӑ тӑвать.
— Пирӗн сцена легендине, унӑн ҫывӑх ҫыннисене ҫак чаплӑ датӑпа саламлатӑп. Ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх сунатӑп! — çырнӑ Радий Хабиров.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Радий Хабировӑн МАХ страницинчен.
https://mgazeta.com/news/novosti/2026-09-13/radiy-habirov-rasskazal-o-narodnoy-artistka-bashkortostana-ilsiyar-gazetdinovoy-4810959