Çутă çул
+14 °С
Облачно
Культура
15 Сентября , 09:55

«Музейри наци тумӗн кунӗ» республикӑри музей акцийӗ

Пушкӑртстан Республикин Наци тумӗн кунӗнче Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕ чи малтан чи ҫамрӑк хӑнасем — Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн воспитанникӗсем валли алӑкне уҫса янă.

«Музейри наци тумӗн кунӗ» республикӑри музей акцийӗ«Музейри наци тумӗн кунӗ» республикӑри музей акцийӗ
«Музейри наци тумӗн кунӗ» республикӑри музей акцийӗ


Пушкӑртстан Республикин Наци тумӗн кунӗнче Пишпÿлекри историпе этнографи музейĕ чи малтан чи ҫамрӑк хӑнасем — Пишпӳлекри «Улыбка» ача сачӗн воспитанникӗсем валли алӑкне уҫса янă.
Ачасем тӗлӗнмелле йӑла-йӗрке тӗнчине кӑсӑкланса путнă: пушкӑртсем, чӑвашсем, тутарсем, вырӑссем тата мӑкшӑсем мӗнле тумланнине, тӗрлӗ халӑх тумӗсем мӗнпе уйрӑлса тӑнине тата костюмӑн кашни элементӗнче мӗн усси хывнине пӗлнĕ.
Хӗрарӑмсен чӑваш пуҫ тумӗсем уйрӑмах савӑнтарнă — ҫав тери илемлӗ те тӗлӗнмелле, хӗрачасем тытӑнса тӑрайман, самантлӑха иртнӗ вӑхӑта куҫса вӗсене тӑхӑнса пӑхнă.
Тӗлпулу вӗҫӗнче вара ачасем экскурсовод ыйтӑвӗсене харӑссӑн та хӗрӳллӗн хуравланă — мĕн илтни чӑннипех те интереслӗ пулни туйӑннă. Мероприяти ҫутӑ, пӗлӳллӗ тата чун-чӗрепе лайӑх пулса тухнă — чăннипех нумайлӑха асра юлĕ!

#Деньнациональногокостюма#МузеиРБ#Бижбулякскийисторикоэтнографическиймузей
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри музей пӗрлешӗвӗн (6+) социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/maukbmo

 

«Музейри наци тумӗн кунӗ» республикӑри музей акцийӗ
«Музейри наци тумӗн кунӗ» республикӑри музей акцийӗ
«Музейри наци тумӗн кунӗ» республикӑри музей акцийӗ
«Музейри наци тумӗн кунӗ» республикӑри музей акцийӗ
«Музейри наци тумӗн кунӗ» республикӑри музей акцийӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас