

Пишпӳлекри «Умка» ача сачĕн кӗҫӗн ушкӑн ачисем Лев Николаевич Толстойӑн «Виҫӗ упа» юмахӗпе паллашнă, кайран занятире юмах тытăмне ӳкерчӗксем тӑрӑх аса илнĕ.
Ку вӑл виҫӗ чалӑш ураллӑ упапа пӗчӗк паттӑр хӗрача Маша ҫинчен вӗрентсе калани.
Ачасем юмаха кӑсӑкланса итленĕ, иллюстрацисене пӑхса тухнă, вӗсене питӗ пӗлӳллӗ те интереслӗ пулнă. Вуланӑ хыҫҫӑн ачасем воспитатель ыйтӑвӗсене хуравланӑ: Маша вӑрманта мӗншӗн пӗччен пулнӑ, мӗншӗн вӑл пӑтӑ тутанса пӑхма шутланӑ, мӗнле кравате суйланӑ?
Ҫавӑн пекех пӗчӗкскерсене ют ҫуртра тирпейлӗ пулмаллине, ҫын япалисене ирӗк памасӑр илме юраманнине аса илтернĕ.
Юмах ачасене тӗрӗс тата тӗрӗс мар хӑтланни тата япӑх ӗҫсен пулма пултаракан сиенӗ пирки шухӑшлама вӗрентнӗ.
Сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ачасем юмахри сӑнарсен ӗҫӗсене калӑплама хаваспах килӗшнĕ, питӗ кӑмӑллӑ юлнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Умка» ача сачĕн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club217412282