

«Раҫҫей мӑй çыххи» проектпа килӗшӳллӗн Пишпӳлекри «Умка» ача сачӗн тăваттăмĕш вӑтам ушкӑн воспитанникӗсем тӑван ен илемне курма, ӳкерме малалла вӗренес тесе каллех пленэра тухнӑ.
Шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли пленэр мӗн вӑл?
Пленэр вӑл – уҫӑ сывлӑшра, ҫут ҫанталӑкра ӳкерни. Вӑтам ушкӑнри ачасемшӗн – пултарулӑх кӑна мар, чӑн-чӑн мыскара та: пӑхса тухмалла, сӗртӗнмелле, тӗлӗнмелле, мӗн курнине хут листи ҫине куҫармалла. «Раҫҫей мӑй çыххи» проектпа килӗшӳллӗн ҫакӑн пек занятисем пӗчӗкскерсене мӗн ачаран хӑйсен тӑрӑхне юратма, унӑн илемне асӑрхама, унпа мухтанма пулӑшаҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри «Умка» ача сачӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club217412282