

Пишпÿлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче каллех музыка янӑрать, апла пулсан — «Ташӑ тӗнчи» пӗрлешӳре занятисем пуҫланчӗҫ!
Пĕри зала савӑнӑҫлӑн вӗҫсе кӗрсе: «Тинех! Эпир аран кӗтсе илтӗмӗр!» — тет. Тепри вара паян пӗрремӗш хут ташӑ залӗн алӑкӗ урлӑ каҫнă. Кӑштах хӑюсӑр, кӑсӑкланса та хумханса... шӑпах паян ҫак ачасем валли ҫӗнӗ страница уҫӑлнă — ташӑ, пултарулӑх тата ҫӗнӗ майсен тӗлӗнмелле тӗнчипе паллашни.
Кунта эпир музыкӑна илтме, ӑна туйма, хусканусен чӗлхине пӗлме вӗренӗпӗр, шанчӑклӑрах пулӑпӑр, сцена ҫинче уҫӑлӑпӑр, чи пӗлтерӗшли, пӗрле тунипе киленӗпӗр.
Умра илемлӗ постановкӑсем, ҫутӑ кӑтартусем, пӗрремӗш ҫӗнтерӳсем, туслӑх, уçусем тата мухтанас килекен самантсем нумай пулччӑр!
«Ташӑ тӗнчи» каллех хӑйӗн алӑкӗсене уҫать. Апла пулсан — ҫӗнӗ ташӑ ҫулҫӳревӗ пуҫланать!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпӳлекри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн социаллă сетьри страницинчен.