Çутă çул
+10 °С
Ясно
Культура
21 Сентября , 10:08

Хушăлка библиотекинче фольклор вӑйӑ программи йӗркеленĕ

Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ шайӗнче Хушăлкари ял библиотекин библиотекарӗ ачасемпе пӗрле илӗртӳллӗ ҫул ҫӳреве тухнă.

Хушăлка библиотекинче фольклор вӑйӑ программи йӗркеленĕХушăлка библиотекинче фольклор вӑйӑ программи йӗркеленĕ
Хушăлка библиотекинче фольклор вӑйӑ программи йӗркеленĕ


Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ шайӗнче Хушăлкари ял библиотекин библиотекарӗ ачасемпе пӗрле илӗртӳллӗ ҫул ҫӳреве тухнă.
Уҫӑ тӳпе айӗнче, уҫӑ сывлӑшра ачасем валли «Каларӑш – чечек, ваттисен сӑмахӗ — ҫырла» ятлă фольклор вӑйӑ программи йӗркеленĕ.
Библиотекарь ачасене пирӗн Тӑван çӗршыв мӗн тери пысӑк та илемлӗ пулни ҫинчен каласа панă, унӑн кашни кӗтесӗнче, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирĕсенчен пуҫласа ҫӳллӗ тусем таранах, ҫурҫӗрти тинӗссенчен пуҫласа кӑнтӑрти чикӗсем таранах, хӑйсен уйрӑм йӑли-йӗрки пурӑннине палӑртнă. Вӗсем харсӑр юрӑсем те, хаваслӑ ташӑсем те, асамлӑ юмахсем те, паллах, ӑруран-ӑрӑва куҫса пыракан ӑслӑ ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсем те.
Мероприятире янӑранӑ кашни ваттисен сӑмахӗ шухӑшлама, сӳтсе явма, паллах, хаваслӑ вӑйӑсем валли сӑлтав пулса тӑнӑ! Ачасем конкурссемпе илӗртӳллӗ вӑйӑсене хаваспах хутшӑннӑ.
Мероприяти хаваслӑ иртнӗ, хутшӑнакансен пурин те ырӑ туйӑмсем нумай юлнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлка библиотекин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.ru/club131542087

 

 

Хушăлка библиотекинче фольклор вӑйӑ программи йӗркеленĕ
Хушăлка библиотекинче фольклор вӑйӑ программи йӗркеленĕ
Хушăлка библиотекинче фольклор вӑйӑ программи йӗркеленĕ
Хушăлка библиотекинче фольклор вӑйӑ программи йӗркеленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас