

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин Америка политологне тата Пӗрремӗш канала ертсе пыракан Дмитрий Саймса Туслӑх орденӗпе чысланӑ. Тивӗҫлӗ документа авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленӗ.
«Массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Пӗрремӗш канал» Мускав хули» акционерсен обществин программисене ертсе пыракан Саймс Дмитрий Константиновича Туслӑх орденӗпе чысламалла», — тесе палӑртнӑ указ текстӗнче.
Сӑнӳкерчӗкĕ: РИА Новости/Илья Питалев.
https://iz.ru/2175529/putin-nagradil-televedushchego-dmitriia-saimsa-ordenom-druzhby-izi