Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
7 Кӑрлач 2025, 09:14

ИРПЕЛЕ

Леонид КЕВЕР (Сильвестров). Сăвă.  

ИРПЕЛЕ
ИРПЕЛЕ

 

 

Леонид КЕВЕР (Сильвестров).

Шупашкар хули.

Катара карӑнсан кӑвакҫут,
Ҫӗнӗ кун ҫывхарать васкаса,—
Илсе килтӗрччӗ вӑл ӑнӑҫу,
Пур ҫынна та атте пек савса.

Сар хӗвел ерипен куҫ уҫсан,
Чунӑмра ырӑ туйӑм ӳсет.
«Пӗтӗмпех лайӑх пулӗ паян!»—
Кашниех пӗр ҫакна тӗлленет.

Ҫутӑ ир ҫӗн хуҫа йӑлипе
Чӑваш ҫӗрӗ-шывне саламлать:
Ӑҫтиҫук та усал чӗтресе,
Унталла-кунталла чупкалаҫ...

Тухса кайтӑр мӗнпур япӑххи —
Лайӑххи ҫеҫ кунта пулмалла,
Чӑрмантармӑш, эсрел хӑраххи
Сивӗ каҫ тыткӑннех юлмалла!

Ырӑ ир, ҫынсене савӑнтар,
Ҫӗнӗ ӗмӗт, ҫӗн шухӑш ҫурат,
Малалла пурӑнма вӑй-хал пар,—
Ахаль мар пирӗн ҫӑлтӑр ҫунать.

https://vk.com/id809195685

 

 

ИРПЕЛЕ
ИРПЕЛЕ
ИРПЕЛЕ
Автор:
Читайте нас