Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Литература кĕтесĕ
20 Июлӗн 2025, 09:12

Авӑтать автан

Марина Иванова, Шупашкар хули.

Авӑтать автан
Авӑтать автан
Авӑтать ирех автан,
Сасси уҫӑ та аван.
Янратать пӗтӗм яла:
- Ыйхӑран вӑранмалла!
Ҫутӑлнӑ, тӑванӑмсем,
Тӑмалла, юлташӑмсем!
Хӗвел хӑйӗн шевлине
Сапалать пирӗн ҫине!
Ҫӗнӗ кун пуҫланнӑ, кур,
Савӑнма сӑлтавӗ пур!
Пурнӑҫ пултӑр пыл та ҫу,
Ырӑ пултӑр шухӑшу!
Кулленхи ӗҫе пуҫлар,
Тап-таса ҫулпа утар!
Пӗр-пӗрне сума сӑвар,
Килӗшӳпе пурӑнар!
 
 
 
Авӑтать автан
Авӑтать автан
Авӑтать автан
Автор:
Читайте нас