+2 °С
Уҫҫӑнах
Ӗнер Facebook, Instagram, Whatsapp компани историйӗнче пысӑк чăрмав пулса иртрӗ.
Кун пирки Downdetector информацине тĕпе хурса РИА Новости пӗлтерет.
Аса илтеретпӗр, ӗнер Facebook, Instagram, WhatsApp тата ытти приложенисенче пысӑк пӗлтерӗшлӗ событи пулса иртнӗ, ҫавна пула социаллӑ сетьсемпе сервиссем 7 сехете яхӑн ӗҫлемен. Компани инженерӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑ магистральти маршрутизаторсен конфигуацине улӑштарнӑран пулса иртнӗ. Халӗ приложенисен ӗҫне йӗркеленӗ, ҫыхӑну пур.
Сăнÿкерчĕкĕ: pixabay.com