Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Туймазă районӗнчи ял вакцинацишӗн 400 пин тенкӗ выляса илнӗ

Укçа-тенке мӗнле тӗллевсене ярассине ял ҫыннисен пӗрлехи пухура сÿтсе явмалла.

Туймазă районӗнчи ял вакцинацишӗн 400 пин тенкӗ выляса илнӗ
Туймазă районӗнчи ял вакцинацишӗн 400 пин тенкӗ выляса илнӗ

  Карамалы-Губеево ялӗ республикăри "Сывӑ ял" конкурсӗн призерӗ пулса тӑнă.

Проект кӑҫалхи ҫулла Пушкӑртстанра стартларӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — COVID-19-ран халӑхӑн коллективлӑ иммунитетне массӑллӑ вакцинаци шучӗпе йӗркелеме пулӑшасси. Оргкомитет проект пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх августӑн 31-мӗшӗ тӗлне халӑх пурӑнакан 24 пункта тупса палӑртнӑ. 1200 ҫын пурӑнакан Карамалы-Губеево ялӗ "Пысӑк ял поселенийӗсем" категорире иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫу вӗҫӗнче ялта пурӑнакансен 82% вакцинаци тунă.

— Ҫак уйӑхсенче эпир коронавирус инфекцийӗнчен вакцинаци тума кирли ҫинчен ял ҫыннисемпе ӑнлантару ӗҫне ирттертӗмӗр. Акци ирттертӗмӗр, унӑн шайӗнче прививка тунă 40 ял çынни хуçалăхра кирлĕ япаласемпе тырӑ фуражĕ парне вырăнне илтӗмӗр, – пӗлтерчӗ Карамалы-Губеево ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Магафур Хабибуллин.

Конкурсра иккӗмӗш вырӑншăн Карамалы-Губеево ялӗ 400 пин тенкӗ укҫа-тенкӗ илет. Ку укҫана вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама ярӗҫ. Мӗнле тӗллевсене ял ҫыннисен пӗрлехи пухура сÿтсе явмалла.

 «Туймазинский вестник» информацийĕпе.

Туймазă районӗнчи ял вакцинацишӗн 400 пин тенкӗ выляса илнӗ
Туймазă районӗнчи ял вакцинацишӗн 400 пин тенкӗ выляса илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: