Декабрӗн 23-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ҫулленхи черетлӗ пресс-конференцийӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсемпе пӗрле иртрӗ. Мероприятире пулнӑ журналистсен шутӗнче республикӑн тӗп хулинчен пирӗн ӗҫтешсем те пулнă. Ҫавӑн пекех вӗсен хӑйсен ыйтăвĕсене патшалӑх пуҫлӑхне пама май килнӗ.
БСТ корреспонденчĕ Гульназ Хайбуллина республика тӗп хулин 450 ҫулхи юбилейне ирттерме укҫа-тенкӗ хывасси ҫинчен Путинран ыйтнӑ. Президент хушма çăлкуçсем пирки шухӑшласа пӑхма сӑмах панă, анчах инфратытӑма, ҫул-йӗр тата социаллӑ сферӑна, культурӑна аталантарма уйӑрнӑ ресурссемпе усӑ курмалла терӗ. Е вӗсене тӗрӗс уйӑрса памалла.
Ҫавӑн пекех Раҫҫей лидерӗ 2024 ҫулта палӑртакан Пушкӑрт тӗп хулин юбилейне уявлама килме сӑмах панӑ. Унсӑр пуҫне вӑл Уфа "чаплӑ вырӑн" тенӗ тата вӑл Раҫҫейри ислам тӗнчин центрӗсенчен пĕри пулни ҫинчен пӗлтернӗ.
МИХ информацийĕпе.