-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Кун ҫинчен ЦУР специалисчӗсем пӗлтереҫҫӗ.
Республикӑн управлени Центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, регионта пурӑнакансене иккӗмӗш эрне тăршшĕ ытларах "ҫул-йӗр теми" пӑшӑрхантарать. Юлашки ҫичӗ кун хушшинче Пушкӑртстанри ЦУР тытӑмӗнче ҫулсемпе трассӑсене юрпа пӑрсенчен тасатасси пирки 881 ыйту ҫитнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта вакцинаципе ҫыхӑннӑ ыйтусем. ЦУР системисем 394 ыйтнине ҫырса хунӑ. Виҫҫӗмӗш ҫивӗч тема — тирпей-илем кĕртесси.
Малалла ЖКХ тата общество транспорчӗн ӗҫӗ.
Пӗтӗмӗшле илсен, Пушкӑртстанри ЦУР пӗр эрне хушшинче республикӑра пурӑнакансенчен 2 771 ыйту тăрăх ĕçленĕ.
«МГ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.