Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та

Пушкăрт эксперчĕсем Раççейре Instagram мĕншĕн хупăнни пирки

Ҫав вӑхӑтрах "ВКонтакте" соцсеть юлашки кунсенче аудиторипе просмотрсен йышне хӑвӑрт ӳстерчӗ.

Пушкăрт эксперчĕсем Раççейре Instagram мĕншĕн хупăнни пирки
Пушкăрт эксперчĕсем Раççейре Instagram мĕншĕн хупăнни пирки

Facebook тата Instagram информаци вӑрҫин анлӑ хатӗрӗсем пулса тӑнӑ, тесе шутлать Уфари нефть университечӗн социаллӑ тата политика коммуникацийӗсен кафедрин заведующийӗ Эдуард Гареев профессор. Унӑн шухӑшӗпе, ҫак социаллӑ сетьсен политикине Украинӑра спецопераци вӑхӑтӗнче çĕнĕрен ҫырса илнӗ: халӗ кунта Раҫҫей çыннисем пирки пусмӑрлама чӗнсе каланине официаллӑ майпа ирӗк панӑ.

"Facebook тата Instagram — пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли тата фотографисене каласа памалли соцсетьсем ҫеҫ тесе шутлани тĕрĕс мар, халӗ ку вӑл — хӑватлӑ, агрессиллӗ, хаяр, чи кирли - политикӑпа та, хамӑр правилӑсемпе те, ҫӗршыв саккунӗсемпе те шутламан вӑй. Instagram, Facebook, информаци вӑрҫин тӗп инструменчӗсенчен пӗри пулса тӑчӗ, — шанать профессор. – Ҫак информаци вӑрҫинче те эпир хальлӗхе выляса яратпӑр-ха. Выляса яратпӑр, мӗншӗн тесен техника ресурсӗсем, е, ҫамрӑксем каланӑ тӑрӑх, пирӗн "тимӗр" сахал. Эпир ытларах вӗсене тӗрӗслесе тӑмастпӑр. Meta платформа блокировкăлани пулмалли пулăм — мӗншӗн тесен хальхи лару-тӑру тата Раҫҫее хирӗҫ анӑҫалла сарӑлса кайнӑ информаци вӑрҫи реальноҫсем патне илсе ҫитерет, ун чухне тӗнчери малта пыракан онлайн-платформа ҫапӑҫу хирӗ те, хĕçпăшал та пӗр вӑхӑтрах пулса тӑрать".

Ҫав вӑхӑтрах "ВКонтакте" соцсеть юлашки кунсенче аудиторипе просмотрсен йышне хӑвӑрт ӳстерчӗ. Digital-проектсемпе ĕçлекен специалист Елена Арямнова "ВКонтакте" сеть мӗн кирлине пурне те тивӗҫлине палӑртать: ҫӗнӗ лента, туссемпе пӗрле подписчиксем, сториз, тӳрӗ эфирсем тата ытти те".

Аса илтеретпӗр, Facebook хӑйӗн усӑ куракансене неонациллӗ украинсен "Азов" батальонне вӑхӑтлӑха мухтаса тӑма ирӗк панӑ (Раҫҫейре чарнӑ организаци – нумай вӑхӑт платформӑра Ку-клукс-кланпа тата Ислам патшалӑхӗпе тан платформа ҫинче чарнӑ). Халӗ вара вӑл пирӗн ентешсене вӗлерме чӗнме ирӗк пачӗ. Ҫавна пула малтан Facebook, мартӑн 14-мӗшӗнче ҫӗрле вара — Instagram ĕçлеме чарăннă.

 

https://resbash.ru/news

Пушкăрт эксперчĕсем Раççейре Instagram мĕншĕн хупăнни пирки
Пушкăрт эксперчĕсем Раççейре Instagram мĕншĕн хупăнни пирки
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: