Юлашки вӑхӑтра чылай ҫын Ватсапп тата Вайбер мессенджерсенчен Телеграма куҫнине нумайӑшӗ сисрӗҫ пулӗ. Ҫакна ҫӗршыври паянхи лару-тӑрупа ҫыхӑнтарма пулать. Роскомнадзор Ватсаппа хупламасси ҫинчен пӗлтерчӗ пулин те халӑха Телеграма куҫарас тӗллеве ҫӳлти шайрах йышӑнни сисӗнет.
Ҫак самантпа усӑ курса Телеграмра ҫӗнӗ канал уҫӑлнӑ — вӑл кулленхи пулӑмсемпе чӑвашла хыпарласа тӑрать. Ячӗ — «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан». Ятӗнченех паллӑ ӗнтӗ — ку каналта хыпарсене хӑвӑрт та кӗскен пӗлтерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ытларах пая культурӑпа экономика тӗлӗшӗнчи хыпарсем йышӑнаҫҫӗ.
Сӑмах май, вӑл темиҫе кун маларах ӗҫлесе кайрӗ пулин те канала ҫырӑннисен хисепӗ 570 ҫынран иртме те ӗлкӗрнӗ.
«Чӑваш халӑх сайчӗ» ӑнӑҫлӑ пуҫланӑ ӗҫе малалла та ҫавӑн пекех хастар та тӑрӑшса пурнӑҫласа пырасса шанса тӑрать. Вӗсен тӗслӗхӗпе усӑ курса, тен, ыттисем те чӑвашла каналсем уҫма кӑмӑл тӑвӗҫ.
#чӑваш чӗлхи, #Роскомнадзор, #тӗнче тетелӗ, #Телеграм
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran