Апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫула 6 пин кӑларӑм валли ҫырăнтару уҫăлнӑ, Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи УФПС пресс-службинче пӗлтернӗ.
Апрелӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшĕччен издательство ҫурчӗсемпе пӗрле компани подписчиксене 1,8 пин таран хаҫат-журнал, ҫав шутра республикӑри, районти тата хула 140 хаҫачӗсемпе журналсене 30 процента яхӑн скидка парӗ.
Иккӗмӗш ҫур ҫула Раççей Почтин каталогĕ тăрăх çырăнма юрать. Переченьре — 6 пин ытла кăларăм, ҫав шутра Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхсен наци чӗлхисемпе. Кăларăмсем хушшинче — обществӑпа политика, йӑпану тата ансӑр специализациленӗ хаҫатсемпе журналсем.
Хаçат-журнала Раҫҫей Почтин сайтӗнче е мобильлӗ приложенийӗнче, ҫавӑн пекех республикӑн кирек хӑш почта уйрӑмӗнче е килте почтальон пулӑшнипе йӗркелеме пулать.
«Башинформ» иинформацийĕпе.