Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Тĕп парне Йăлпăлака «кайрĕ»

Тен, тепĕр парнесен вылявĕнче шӑпа сирӗн майлă пулĕ!

Тĕп парне Йăлпăлака «кайрĕ»
Тĕп парне Йăлпăлака «кайрĕ»

"Светлый путь" хаҫатӑн редакцийӗ ирттернӗ парнесен вылявĕнче 2022 ҫулхи иккӗмӗш ҫур ҫул валли район хаҫатне ҫырӑнса илекенсем хушшинче тӗп парнене —- мантоваркăна — Йăлпăлакри Анна Александровна Зубарева выляса илчӗ.

— Анне район хаҫачӗ тахçантанпах ҫырӑнса илет, ҫакӑн пек парне пирӗншӗн кӗтмен ҫӗртен килсе тухрӗ. Пирĕн çемье пысӑк — сакӑр ҫын, çак парне вырӑнлӑ пулчӗ, тутлӑ манты хатӗрлӗпӗр, — пӗлтерчӗ ҫӗнтерӳҫӗ хӗрӗ Людмила.

Хӗр хӑй маларах нихҫан та нимӗн те выляса илменни ҫинчен, кунта вара чи пысӑк приз выляса илни ҫинчен каласа пачӗ.

Хисеплӗ вулакансем! 2023 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫула срокчен маларах хаçат çырăнмалли кампани пуҫланчӗ. 2022 ҫулхи августӑн 31-мӗшӗччен "Раҫҫей Почти" клиенчĕсем малтанхи подписка хакӗсемпе пӗрремӗш ҫур ҫуллӑха пичет кӑларӑмӗсем ҫырăнса илме пултараҫҫӗ. Район хаҫатне те çырăнма ан манӑр. Паллах, подписчиксен квитанцисен копине редакцие яма та ан манӑр. Тен, тепĕр парнесен вылявĕнче шӑпа сирӗн майлă пулĕ!

 

Ирина ФОМИНА.

Сăнÿкерчĕкĕ: Ирина ФОМИНА.

 

Тĕп парне Йăлпăлака «кайрĕ»
Тĕп парне Йăлпăлака «кайрĕ»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: