Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та

Пушкӑртстанри чи нумай вулакан районсем паллӑ

Раҫҫей пичечӗн кунӗнче, январӗн 13-мӗшӗнче, "Раҫҫей Почти" 2023 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта хаçат çырăнмалли кампани итогӗсене пĕлтернӗ.

Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра Бурай, Балтач тата Бакалă районӗсенче пурӑнакансем пуринчен хастар хаçат çырăнаççĕ. Ҫак районсенче ҫырса илнӗ кӑларӑмсен шучӗ 1000 ҫын пуҫне 362, 327 тата 303 ҫынпа танлашать. Ҫав хушӑрах регионта пичетленӗ кӑларӑмсен пӗтӗмӗшле тиражӗ 346 пин ытла экземплярпа танлашнӑ. Вӗсенчен ҫурри ытла - федераци хаҫачӗсемпе журналӗсем. 27 проценчӗ – районсемпе хула СМИ, 18% - республика кӑларӑмӗсем.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сӑнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" архивӗ.

Пушкӑртстанри чи нумай  вулакан районсем паллӑ
Пушкӑртстанри чи нумай вулакан районсем паллӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: