"Своим"(«Үҙебеҙҙекеләргә») хаҫатӑн пӗрремӗш номерĕ çутта тухнă.
Ҫӗнӗ кӑларӑмри тӗп геройсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем. Публикацие вӗсем ҫинчен материалсем тата вӗсем ҫырнӑ усӑллӑ информацине хатӗрлеççĕ.
Сӑмахран, пӗрремӗш номер республика Пуҫлӑхӗн Радий Хабировăн каланипе уҫӑлать, унта вӑл "Своим" хаҫат боецсемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшмалли тата тепӗр мера пулса тӑрассине палӑртать.
Унӑн страницисенче СВО Раҫҫей Геройне Максим Рыбакова, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ Геройӗсен паттӑрлӑхне асӑнса халалланӑ материалсем тупнӑ, Станислав Лиманов боецӑн сӑввисене пичетлесе кӑларнӑ, вӑл 2023 ҫулта хӑй ирӗкӗпе ятарлӑ ҫар операцине кайнă, ҫавӑн пекех ытти статьясене пичетлесе кӑларнӑ.
- Материалсене вырӑсла тата пушкӑртла пичетлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм учредителӗ "Своим близким" Информаци центрӗ" АНО пулать. Хаҫата уйӑхне икӗ хут кăларма палăртнă, - каласа панă "Республика Башкортостан" хаҫата "Своим" хаçатăн тӗп редакторӗ Гульназ Кутуева.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Альбина Зубарева.
https://resbash.ru/news/obshchestvo/2025-03-06/v-bashkirii-uchredili-gazetu-dlya-uchastnikov-svo-4146333