Çутă çул
-26 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

94 ҫул сирӗнпе пӗрле

Сентябрӗн 4-мӗшӗнче районти «Светлый путь» хаҫат 94 ҫул тултарать.

94 ҫул сирӗнпе пӗрле
94 ҫул сирӗнпе пӗрле
 
Сентябрӗн 4-мӗшӗнче районти «Светлый путь» хаҫат 94 ҫул тултарать. «Светлый путь» - пирӗн районӑн историне, ҫитӗнӗвӗсемпе йывӑрлӑхӗсене кӑтартакан пурнӑҫ тӗкӗрӗ. Ҫак ҫулсенче, хаклӑ вулакан, эсӗ пирӗнпе пӗрле пултӑн. Эпир сирӗнпе пӗрле йывӑр вӑхӑтсене тӳссе ирттертӗмӗр, ҫитӗнӳсемпе савӑнтӑмӑр. Каялла ҫаврӑнса пӑхсан «Светлый путь» страницисенче ҫутатнӑ нумай-нумай ҫутӑ пулӑма аса илме пулать. Малтанхи колхозсенчен пуҫласа хальхи фермер хуҫалӑхӗсем таранах, ҫӗнӗ шкулсем тӑвассинчен пуҫласа культура центрӗсем уҫасси таранах — эпир район пурнӑҫӗнчи кашни пӗлтерӗшлӗ пулӑма ҫирӗплетсе яланах юнашар пулнӑ.
Ҫак ҫулсем хушшинче пирӗнпе пӗрле пулнисене пурне те: пирӗн вулакансене, авторсене, валеҫекенсене тата партнерсене пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. Эсир пулӑшни тата шанни — пирӗн ӗҫшӗн тӗп хавхалану.
Паян «Светлый путь» йӑла-йӗркепе ҫӗнӗлӗхсене пӗрлештерет. «Светлый путь» вӑл хаҫат кӑна мар, вӑл пирӗн районӑн летопиҫӗ. Ку вӑл - иртнине асра тытни, хальхи пурнӑҫа сӑнарлани тата малашлӑха пӑхни. Ӑрусен хушшинчи ҫыхӑну вӑл, халӑх сасси. Эпир районта пулса иртекен мӗнпур пулӑма оперативлӑ та объективлӑ ҫутатма, влаҫпа общество хушшинчи диалог валли площадка туса пама, пирӗнпе юнашар пурӑнакан чаплӑ ҫынсем ҫинчен каласа пама тӑрӑшатпӑр.
2026 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулăн ҫырӑнтару кампанийӗ пуҫланнă. Мӗн пур пулӑма пӗлсе тӑма меллĕ саманта ан вӗҫертӗр! 2026 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулне «Светлый путь» ҫырӑнӑр та пирӗнпе пӗрле юлӑр!
Ҫитес ҫул та «Светлый путь» сирӗн шанчӑклӑ тус пулса юласса шанатпӑр.
«Светлый путь» хаҫат редакцийӗн коллективӗ.
 
94 ҫул сирӗнпе пӗрле
94 ҫул сирӗнпе пӗрле
Автор: Марина Иванова
Читайте нас