Çутă çул
+12 °С
Облачно

Радий Хабиров Уфари медиафорума хутшăннă

«Торатау» Конгресс-холлра республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен V форумӗ иртнӗ, унта Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хутшӑннӑ.

Радий Хабиров Уфари медиафорума хутшăннăРадий Хабиров Уфари медиафорума хутшăннă
Радий Хабиров Уфари медиафорума хутшăннă

 «Торатау» Конгресс-холлра республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен V форумӗ иртнӗ, унта Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хутшӑннӑ. Отрасль редакторӗсене, журналисчӗсене тата эксперчӗсене пӗрлештернӗ мероприятин тӗп теми «Пурте Çӗнтерÿшĕн» пулнă.

Радий Хабиров хутшӑнакансене професси уявӗпе — Пичет тата информаци ӗҫченӗсен кунӗпе саламланă, хальхи условисенче СМИ татӑклӑ вырӑн йышӑннине палӑртнă.

— Пирӗн журналистсен, редакторсен, издательсен ҫарӗ хӑйӗн ӗҫне лӑпкӑ та шанчӑклӑ пурнӑҫлать, ҫирӗп хупӑлча туса хурать, ун ӑшӗнче эпир — влаҫ органӗсен представителӗсем — хамӑр тӳрӗ тӗллевсене вӑй хума пултаратпӑр: ятарлӑ ҫар операцине пулӑшасси, экономикӑпа социаллӑ сферӑна ҫирӗплетесси, — тенӗ регион пуҫлӑхӗ.

«Пурте Çӗнтерÿшĕн» девиз пӗрремӗш хут унӑн Патшалӑх Пухӑвне янӑ çырӑвӗнче 2026 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче янӑранине, республикӑра пурӑнакансемшӗн пӗрлештерекен шухӑш пулса тӑнине те аса илтернӗ вӑл.

Пленум ларăвĕ пуҫланиччен Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ медиаотрасль юбилярĕсене халалланӑ куравпа паллашнă. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Радий Хабиров тата «Тамыр» ачасемпе ҫамрӑксен телеканалӗн стендӗнче ҫарпа патриотла вӑйӑ вылянӑ, ҫамрӑк журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.

Ҫӑлкуҫ, сӑнӳкерчӗкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн сайчӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2026-06-17/mediaforum-v-ufe-radiy-habirov-o-roli-zhurnalistiki-v-mobilizatsii-obschestva-4721487

 

 

 

Радий Хабиров Уфари медиафорума хутшăннă
Радий Хабиров Уфари медиафорума хутшăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас