

#владимирпутин
Раҫҫей президенчӗ Владимир Путин «Россия 24» телеканала 20 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ. Тивӗҫлӗ салам июлĕн 1-мӗшӗнче Кремль сайтӗнче пичетленнӗ.
«Иртнӗ ҫулсенче сирӗн телеканал ҫӗршыври малта пыракан СМИ хушшинче ҫирӗп вырӑн йышӑннӑ <...> пирӗн ҫӗршыври тата тӗнчери тӗп пулӑмсем ҫинчен информацин авторитетлӑ ҫӑлкуҫӗ пулса тӑнă», — тенӗ телеграммӑра.
Раҫҫей ертӳҫи телеканал шанчӑклӑ аталанса пынине, ҫӗнӗ вещани формачӗсене алла илнине, эфирта пысӑк пахалӑхлӑ ӗҫленине палӑртнă. Телеканал коллективӗ лартнӑ тӗллевсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлама, Раҫҫей тележурналистикине аталантарма тата унӑн чи лайӑх йӑли-йӗркине упрама пӑрахмасса та шаннине пӗлтернӗ Президент.
https://iz.ru/2125015/putin-pozdravil-telekanal-rossiia-24-s-iubileem-izi