Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
14 Сентябрӗн 2021, 16:20

«Спутник Лайт» çулланă çынсене ытти вакцинăсенчен эффективлăрах хÿтĕлет

Раҫҫейри «Спутник Лайт» вакцина, ăна  Гамалеи Центрĕ туса хатӗрленӗ, ватӑ ҫынсем хушшинче, 60 ҫултан пуҫласа 79 ҫул таран, коронавируса хирӗҫ тухӑҫлӑ пулнине палӑртнă — Буэнос-Айрес провинцийӗнче Аргентина ученӑйӗсен ушкӑнӗ ирттернӗ тӗпчев кӑтартӑвӗсем ҫакӑн пек.  

Тӗпчев кӑтартӑвӗсене вӗсем Пӗтӗм тӗнчери рецензилекен (EClinicalMedicine) (The Lancet кăларать) медицина журналӗнче пичетлесе кӑларнӑ. Расчет даннӑйсем валли 40 пин ытла ҫынна тĕпченĕ. Тӗпчев авторӗсем Буэнос-Айрес провинцийӗн сывлӑх сыхлав Министерствин 15 специалисчĕ, ҫавӑн пекех медицина университечӗн медицина наукисен факультетӗнчен, Наци университечӗн иммунологи пайӗнчен, Мария Людовика / Ла-Плата, Буэнос-Айрес провинцийӗ) тата Буэнос-Айрес Университечӗ ҫумӗнчи шутлавсен Институчӗ пулса тӑчӗҫ.

ПР Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пӗрремӗш компонентпа 1,2 млн ытла ҫын вакцинациленӗ, пӗтӗмӗшле вакцинацие миллион ытла ҫын вĕçленӗ.  

«МГ» информацийĕпе.

«Спутник Лайт» çулланă çынсене ытти вакцинăсенчен эффективлăрах хÿтĕлет
«Спутник Лайт» çулланă çынсене ытти вакцинăсенчен эффективлăрах хÿтĕлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: