Çутă çул
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
16 Сентябрӗн 2021, 16:38

Вакцинаци иртнĕ, сертификат çук. Мĕншĕн?

Пушкăртстанра пурӑнакансем нумайӑшӗ коронавирусран вакцинаци тунӑ хыҫҫӑн сертификатсем ҫукки пирки ӳпкелешеҫҫӗ.  

Вакцинаци иртнĕ, сертификат çук. Мĕншĕн?
Вакцинаци иртнĕ, сертификат çук. Мĕншĕн?

Пушкăртстанра пурӑнакансем нумайӑшӗ коронавирусран вакцинаци тунӑ хыҫҫӑн сертификатсем ҫукки пирки ӳпкелешеҫҫӗ.

Социаллӑ сетьсенче час-часах ҫакӑн пек постсем туха-туха илеҫҫӗ: "Поликлиникӑна икӗ хут кайрăм, сертификат тупса памарӗҫ!","Госусугӑсенче иккӗмӗш прививка ҫинчен калакан даннӑйсем те, QR-код та мĕншĕн çук?", "Мӗншӗн ҫавӑн пек нумай вӑхӑт хушши вакцинаци ҫинчен информацие параҫҫӗ?»

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен пуҫласа республикӑри ЦУР тытӑмне ҫакӑн пек 1418 хыпар кӗнӗ.

ПР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн заместителӗ Евгений Кустов ЦУР тÿрĕ эфирта ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, регион ҫыннисем тата регион хӑнисем вакцинаци пункчӗсенче сертификат илме пултараҫҫӗ, ҫынна вакцинăн иккӗмӗш компонентне илсен çеç сертификат параççĕ. Ку пӗркомпонентлӑ вакцина пулсан, сертификат 10 кун хушшинче Патшалӑх Пулӑшӑвӗсен сайтӗнче пулать.  

Сертификатпа çыхăннă мĕнпур ыйтусене кунта пĕлме пулать: - Минздрав - https://health.bashkortostan.ru/activity/27353/, МФЦ - https://mfcrb.ru/?page_id=129394. 

«МГ» информацийĕпе.

Вакцинаци иртнĕ, сертификат çук. Мĕншĕн?
Вакцинаци иртнĕ, сертификат çук. Мĕншĕн?
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: