Халӗ кунта строительство ӗҫӗсем вӗҫленеҫҫӗ ӗнтӗ.
Пелепей район администрацийӗнче ҫак проекта "Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшасси тата уйрӑм предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу парасси" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫлани ҫинчен каласа пачӗҫ.
Ҫакӑ район ертӳлӗхӗ "Предприниматель сехетӗнче" пӑхса тухнӑ тата пулӑшу панӑ проектсенчен пӗри. Паян объект хатӗрлĕхĕ 95 процентпа танлашать. Тӗп строительство тата уйрӑм ӗҫсене вӗҫленӗ, кирлӗ коммуникацисене пурне те туса пӗтернӗ. "Империал" ООО генеральнӑй директорӗ Евгений Федоров ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пӳлӗмӗ мӗн кирлипе пӗтӗмпех тивӗҫет. Унӑн стенисене, урайне тата маччине электропроводкӑпа тунӑ решеткӑсем тунă, вӗсем ҫиелтен пӑхсан курӑнман читлӗхе, "Фарадей читлӗхне" йĕркелеҫҫӗ; медицина томографийӗ пек пысӑк сисĕмлĕ оборудование тулашри электромагнит хумӗсенчен тӗплӗн хӳтӗлемелле. Урайӑн хулӑнӑшӗ 10 тонна ытла таякан аппарата ҫирӗппӗн вырнаҫтарма пӗр метр пулать.
Хальхи медицина оборудованине тăратассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса панӑ. МР-томографсăр пуҫне кунта КТ аппаратне те вырнаҫтарӗҫ. Пӗрремӗш пациентсене тӗпчеме 2022 ҫулхи январьте пуҫлама палӑртнă.
«МГ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Елена Торгашова.