Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
30 Ноябрӗн 2021, 13:01

100 автомобиль уйăрса панă

Медицинăпа санитари пулăшăвĕн малтанхи звенине аталантарасси «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕп енĕсенчен пĕри шутланать.     

100 автомобиль уйăрса панă
100 автомобиль уйăрса панă

 

2021 çул пуçланнăранпа сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине çĕнетмелли федераллă программăпа килĕшÿллĕн Пушкăртстана 23 васкавлă медицина пулăшăвĕн автомобилĕ тата медицина ĕçченĕсене çÿретмелли 77 çăмăл машина килсе çитнĕ. Асăннă хыпара регионти Сывлăх сыхлав министерствин пресс-служби пĕлтернĕ.

Çак кунсенче автомобильсенчен пĕрне Акъярти тĕп больница илме тивĕçнĕ.

 - Машинăпа тухтăрсемпе пациентсем усă курĕç - санитари транспорчĕпе пациентсене медицина организацийсене, медицина ĕçченĕсене пациентсем пурăнакан вырăнсене, çавăн пекех эмелсене тата биологи материалĕсене тĕпчевсем валли илсе çитерĕпĕр, - тенĕ Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерствинче. 

Медицинăпа санитари пулăшăвĕн малтанхи звенине аталантарасси «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн тĕп енĕсенчен пĕри шутланать.     

"Урал сасси" хаçатран.

100 автомобиль уйăрса панă
100 автомобиль уйăрса панă
Автор:
Читайте нас: