+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Ĕнер 60 ҫул аслӑраххисем валли вакцинаци пунктӗнче 13 ҫын прививка тунă.
Ҫапла вара вакцинаци процедурин пункчӗн ӗҫленӗ хушӑра кунта районта пурӑнакан 60 ҫын ытла вакцинаци иртнӗ.
Прививка тунисĕр пуҫне кашнинех тутлӑ апат-ҫимӗҫпе чей ӗҫме сĕннĕ. Çавӑн пекех тонометр вылятнă çĕре хутшӑннă. Унӑн хуҫи — Пишпÿлекри Вера Георгиевна Гаврилова пулнӑ.
Аса илтеретпӗр, вакцинаци пункчӗ Пишпÿлекри "Парус" ФОК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӗҫ йӗрки: тунтикун тата кӗҫнерникун 10:00 пуҫласа 13:00 таран. Малтанлӑха телефонпа ҫырăнмалла: 8 (34743) 2-28-42; 8 (34743) 2-13-94.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.