Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
9 Мартӑн 2022, 12:43

Пушкӑртстанра коронавирус чакать

Талӑк хушшинче регионта 3009 ҫын чирленӗ.  

Пушкӑртстанра коронавирус чакать
Пушкӑртстанра коронавирус чакать

Талӑк хушшинче регионта 3009 ҫын чирленӗ.

ПР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Максим Забелин регион правительствинче канашлура чир-чӗр чакни ҫинчен пӗлтерчӗ. Иртнӗ талӑк хушшинче больницăна 894 пациента хупнӑ. Килти условисенче халӗ 36985 ҫын сипленет. Вӗсем пурте ҫӑмӑл формӑпа чирлеҫҫӗ.

Больницӑсенче 263 пациент, вӗсенчен 28-шӗ интенсивлӑ терапи уйрӑмӗнче.

Палӑртса хӑварар, вакцинацие халӑхӑн 95 проценчӗ иртнӗ. Забелин палӑртнӑ тӑрӑх, ревакцинаци малалла пырать. Ачасем валли «Спутник М» вакцинăна 2376 ҫын тунӑ ӗнтӗ. Ҫитес кунсенче Пушкӑртстана "Спутник М" черетлӗ парти — 950 доза килет.

 «МГ» информацийĕпе.

Пушкӑртстанра коронавирус чакать
Пушкӑртстанра коронавирус чакать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: