Мартăн 12-мӗшӗнче Туймазăра клиникӑпа диагностика инфекци центрӗ уҫӑлнă. Ăна Зубовӑпа Стерлитамакри ковид-госпиталь проекчӗ енӗпе рекордлӑ 45 ӗҫ кунӗ хушшинче туса лартнă. Проекта 1500 ҫын тата 75 чи йывӑр техникӑна явӑҫтарнӑ. Строительство пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ - 9 000 тăваткал метр.
Раҫҫей сывлӑх сыхлав министрӗ Михаил Мурашко çав событипе видеосалам янӑ. Вӑл çав событи пысӑк пулнине палӑртнă тата Пушкӑртстанра ҫакӑн пек виҫӗ центр рекордлӑ сроксенче туса лартни пирки каланă.
Ӗҫтешсемпе Туймазăра пурăнакансене Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров сăмах тухса каланă. Вӑл çапла пӗлтернĕ: икӗ-виҫӗ эрне хушшинче Сибайра тӑваттӑмӗш ковид-госпиталь уҫӑлать. Ҫакӑ инфекцисенчен сыхланмалли анлӑ тытӑм туса хума май парать. Пандеми кайсан вара госпиталь икӗ хулапа ҫывӑхри ҫичӗ район ҫыннисем валли нумай профильлӗ больница пулса тӑрӗ.
"МГ" информацийĕпе.