Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
23 Мартӑн 2022, 11:35

Пурнăçшăн кирлĕ эмел препарачӗсене мӗнле илмелле

Пушкӑртстан ЦУРĕнче республика Сывлăх сыхлав министерствин информацине тĕпе хурса ҫак препаратсене ӑҫта тата мӗнле илмеллине ӑнлантарса пачӗҫ.  

Пурнăçшăн кирлĕ эмел препарачӗсене мӗнле илмелле
Пурнăçшăн кирлĕ эмел препарачӗсене мӗнле илмелле

Эмел препарачӗсен хакӗсем ӳсни хальхи вӑхӑтра пулма пултарать. Ҫав хушӑрах пурнӑҫшăн кирлӗ эмел препарачӗсен хакӗсене патшалӑх йӗркелет.

Пушкӑртстан ЦУРĕнче республика Сывлăх сыхлав министерствин информацине тĕпе хурса ҫак препаратсене ӑҫта тата мӗнле илмеллине ӑнлантарса пачӗҫ.

Пурнӑҫра кирлӗ препаратсен пӗтӗм переченьне, вӗсем вара 800-е яхӑн, çак ссылкӑна пӑхса тухма пулать: : http://government.ru/docs/44206/

Ҫав эмелсене поликлиникӑра тӳлевсӗр илес тесен:

  пурӑнакан вырӑнти поликлиникăна ҫирӗпленмелле;

  сиплекен тухтӑр (терапевт, педиатр е профиль специалисчӗ) патне каймалла;

  тухтӑртан тӳлевсӗр эмел памалли рецепт илмелле (документ ҫине тухтӑр алӑ пусни тата поликлиника пичечĕ пулмалла);

  тӳлевсӗр эмел паракан рецепта аптекӑна памалла (ҫавнашкал аптекӑсен адресӗсене медикамент ҫырса паракан тухтӑртан ыйтса пӗлмелле).

Аптекӑра эмел пурри ҫинчен пӗлес тесе 8(800) 347-47-47, https://bash-apteka.ru шанкăравламалла, ҫавӑн пекех "Честный знак" Патшалӑх тытӑмне https://честныйзнак.рф

https://resbash.ru/news

Пурнăçшăн кирлĕ эмел препарачӗсене мӗнле илмелле
Пурнăçшăн кирлĕ эмел препарачӗсене мӗнле илмелле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: