Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Медицина
23 Мартӑн 2022, 11:22

Пушкӑртра офтальмологи центрӗ валли материалсен 80 процентне яхӑн хатӗрлеҫҫӗ

Кирлӗ пулсан специалистсем хӑйсен чӗртаварне пӗтӗмӗшпех куҫма хатӗр.  

"Оптимед" офтальмологи центрӗн ӗҫӗнче медиксем 80 проценчӗ тенӗ пекех тӑван ҫӗршыв материалӗсен усӑ кураҫҫӗ. Ҫакна БСТ телеканалӑн ӳкерӳ команди хăй курнă. Стерлитамакри производствӑра контакт линзисем, растворсем тата куç микрохирурги валли оборудовани тӑваҫҫӗ. Хӑш-пӗр кирлӗ материалсене чикӗ леш енчен илсе килеҫҫӗ пулин те, офтальмологсем кирлӗ пулсан пирӗн специалистсем 100 проценчӗпе Раҫҫей производствин материалне хӑвӑрт куҫасса шанаҫҫӗ. Паллах, пахалӑха ҫухатмасӑр.

Оптика продукцийӗн уйрӑмӗн заведующийӗ Оксана Ахметгареева каланӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршывӑн микрохирурги оборудованийӗ туса хатӗрлеме конкурентсем ҫук. Куҫ валли хрусталиксем те Раҫҫейре тухса тӑраҫҫӗ. Ахметгареева палӑртнӑ тӑрӑх, хрусталиксен параметрӗсем миллиардшар пин пай чухлӗ стандартпа танлашмалла. Паллах, кăштах та пулин нормăпа килĕшмесен,  инструментсене пӑрахӑҫлаççĕ, пӗлтерет bash.news.

Стерлитамакра куҫ операцийӗсем валли ятарлӑ гель те кӑлараҫҫӗ иккен. Ҫитменнине тата çакӑ Раҫҫейре пӗртен-пӗр сайра йышши производство.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртра офтальмологи центрӗ валли материалсен 80 процентне яхӑн хатӗрлеҫҫӗ
Пушкӑртра офтальмологи центрӗ валли материалсен 80 процентне яхӑн хатӗрлеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: