Пушкӑртстанри медицина автопаркӗ 32 ҫӗнӗ автомобильпе пуянланчӗ.
Августӑн 4-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн администрацийӗн ертӳҫи Максим Забелин республикӑри сиплев учрежденийӗсен пациентсене транспортировка тума тата малтанхи медико-санитари пулӑшӑвӗ памалли 32 автомобиль уҫҫисене пачӗ.
Палӑртса хӑваратпӑр, сывлӑх сыхлавӗн пуçламăш сыпăкне модернизацилемелли регионти программа тӑрӑх ҫӗнӗ техника туяннӑ. Ӑна "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗн шайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ. LADA Granta автомобильсен базинче хамӑр ҫӗршыв производствин ҫӗнӗ автомобильӗсене начар сывлăхлă ҫынсене сиплев учрежденийӗсене медицина тӗрӗслевӗсем тума, кирлӗ пулсан – госпитальсене вырнаҫтарма илсе кайма валли палӑртнӑ. Автомобильсем участокри терапевтсемпе профиль специалисчӗсене пациентсем патне илсе ҫитерӗҫ.
Ытти больницăсемпе пĕрле çӗнӗ автомобиле Пишпÿлекри районти тӗп больницӑна та панӑ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕсем: ПР Пуçлăхĕн пресс-служби.