Врачсем пациентсен шыҫçине ятарласа тунӑ маркерсем кӗртеҫҫӗ, кайран вӗсем шыççа тӗп-тӗрӗс кӑларма, касса илме май параҫҫӗ.
Хирург задачи — унӑн центрне ювелирла тӗп-тӗрӗс ҫитесси тата унта титан маркерне хӑварасси. Врачсем ҫапла шыçа ӑҫтине кӑтартаҫҫӗ. Химиотерапипе е радиосиплевре шыҫӑ самаях пӗчӗкленме е пачах сӳрӗлме пултарать. Кун пек чухне те хирургсем малтан килсе тухнӑ вырӑна кӑларса пӑрахмалла, унта малтанхи пекех рак клеткисен пӗр пайӗ юлма пултарать.
Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн пайӗн заведующийӗ Марат Галлеев палӑртнӑ тӑрӑх, чирсен пуҫламӑш тапхӑрӗнче, шыҫӑ пысӑках мар чухне, методикӑпа усӑ кураҫҫӗ.
Паян Республика онкоцентрӗн арсеналӗнче тĕрĕс кăтартакан цифра маммографӗ пур, вӑл микрокальцината — сӗт парӗнче хӑрушӑ чире пӗлтерекен йĕрсене тупма май парать. Диагноза ҫирӗплетме е улӑштарма ун ҫинчех биопси — анализ валли материал илеççĕ.
Çулсерен сĕт парĕн ракне вӑтамран республикӑра пурӑнакан 1800 хӗрарӑмра тупса палӑртаҫҫӗ. Пациенткӑсенчен ытларахăшĕ 50 ҫул ытлара. Ҫамрӑксен кăкăр ракĕн чирӗ хаярланса пырать.
Диагностика енӗпе специалистсем паракан тӗп рекомендации — ҫулсеренех маммолог врач патне ҫӳремелле. Ну, 50 ҫулччен вара маммографие виҫӗ ҫулта пӗрререн кая мар, 50-ран иртсен икӗ ҫулта пӗрре те пулин УЗИ процедурине ирттермелле.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: видео скриншочĕ.